Утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗпе 19-мӗшӗ хушшинче Етӗрне районӗнчи Пушкӑрт ялӗнче чӗлхе экспедицийӗ пулчӗ. Ӑна йӗркелекенсем — Раҫҫей ӑслӑлӑх академийӗн чӗлхе пӗлӗвӗ институчӗн Уралпа алтай чӗлхисен уйрӑмӗ тата халӑхсемпе чӗлхесен хутшӑнӑвӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев центрӗ. Чӑваш Енрен ҫак ӑслӑлӑх ҫулҫӳревне Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн чӗлхе пӗлӗвӗн пайӗ хутшӑнчӗ.
Ӑсчахсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, ҫак тӑрӑхри калаҫу чӑваш чӗлхин авалхи уйрӑмлӑхӗсене упраса хӑварнӑ. Чи малтан вӗсене Николай Иванович Ашмарин асӑрханӑ — «Говоры Козьмодемьянского уезда» (1898 ҫ.) статьяра тӗплӗн пӗлтернӗ.
Экспедицине А.В. Дыбо (профессор, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ), О.А. Мудрак (профессор, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ), И.В. Самарина (ӑслӑлӑх ӗҫченӗ), А.А. Сосаева (ӑслӑлӑх ӗҫченӗ), А.В. Кузнецов (филологи ӑслӑлӑхӗсен кандилачӗ) килнӗ. Пухнӑ материала пуҫтарса вӗсем ушкӑнпа монографи кӑларма шутлаҫҫӗ.
Ӑслӑлӑх ҫулҫӳревне килнисем Етӗрне районӗн пуҫлӑхӗсене, Пушкӑрт ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне, шкул тата вулавӑш ӗҫченӗсене, ҫаван пекех ӑслӑхӑл ӗҫне тума пулӑшнӑшӑн пысӑк тав сӑмахӗ калаҫҫӗ.
Пирӗн сайтра вырнаҫнӑ электронлӑ вулавӑшри хайлавсен шучӗ пин ҫурӑран иртрӗ!
Электронлӑ вулавӑш пӗлтӗр ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче уҫӑлчӗ. Паллах, чӑвашла хайлавсем пирӗн сайтра унччен те вырнаҫнӑччӗ. Шел те, вики технологийӗпе меллӗ электронлӑ вулавӑша йӗркелеме май ҫукки курӑнчӗ — ҫаванпа та ятарлӑ сайт тума тиврӗ. Движокне те ятарлине хатӗрлемелле пулчӗ — хатӗррисем ытла та кӑткӑс, тата чӑваш литературин уйрӑмлӑхӗсене палӑртмаҫҫӗ. Ҫапла май пирӗн сайтра электронлӑ вулавӑш ҫуралчӗ те.
Унтанпа ҫулталӑк та иртрӗ темелле. Ӗҫне нумай тунӑ, тата нумайрах тумалла. Ҫулталӑк хушшинче вулавӑш, каларӑм ӗнтӗ, 1 500 ытла хайлавпа пуянланчӗ. Калас пулать — вӗсенчен пин патнелле — сӑвӑсем. Ҫавах та ытти тӗрлӗ жанрсем те пур: калав (200-е яхӑн), юрӑ (70 патнелле, ытларах авалхи юрӑҫсем хайланисем), юмах (60 ытла, кунта ачасен пултарулӑхӗ анлӑ), кулӑшла калав (шучӗ 40-рен иртет), шӳтлӗ сӑвӑ, поэма (15 хайлав). Ҫав шутрах электронлӑ вулавӑшра 4 повесть, 4 баллада, 4 сӑвӑллӑ юмах, 1 историллӗ роман (тата иккӗшне кӗртме пуҫланӑ), 1 роман (Хветӗр Уярӑн «Танати», чӗрӗкне кӗртнӗ), 1 сӑвӑллӑ роман, 1 трагеди пур.
Паян тӗнче тетелӗнче Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн сайчӗ ӗҫлеме пуҫларӗ.
Сайта икӗ чӗлхепе хатерленӗ — чӑвашла тата вырӑсла. Эсир кунта Комисси мӗн ӗҫӗпе ӗҫлени ҫинчен, вӑл хатӗрленӗ проектсемпе тата алӑ пусса ҫирӗплетнӗ ытти документсемпе паллашма пултаратӑр. Ҫак сайта уҫнӑ тӗле хатӗрленӗ сарӑма (раскладкӑна) та тупма пултаратӑр — унпа усӑ курса чылай программӑра чӑвашла пичетлеме май пур. Ыйтусем ҫуралсан — ятарлӑ формӑпа усӑ курса вӗсене комисси пайташӗсене пама пулать.
Сайт пурри Комисси пайташӗсене (вӗсен йышне сайтра тупайратӑр) лайӑхрах ӗҫлеме май парасса шанса тӑратпӑр!
Республикипе паллӑ Нестер Янкас ячӗллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхне йӗркеленӗренпе кӑҫал, раштав уйӑхӗнче, 20 ҫул пулать. Ҫак пӗрлӗхӗн Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен премийӗпе 1990 ҫултан пуҫласа чысланӑ. Ку таранччен Нестер Янкас ячӗллӗ премине илнисен шучӗ 48 уйрӑм ҫынна тата 13 коллектива ҫитрӗ. Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен преми тӗллевӗ ҫакӑн пек: чӑваш культурипе искусствине, литературипе чӗлхине аталантарас, культурӑпа истори палӑкӗсене упрас, халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетес, ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс-тӗкел воспитани парас, уйрӑм ҫынсен пултарулӑне аталантарас, наци культурин ҫитӗнӗвӗсене халӑх хушшине сарас енӗпе хавхалантарасси. Нестер Янкас ячӗллӗ премин пӗлтерӗшӗ паян кун та капашсӑр пысӑк. Вӑл литературӑпа искусствӑри вуншар ӗҫчене чыспа хисеп кӳрсе тӑрать, пултарулӑха аталантарма хавал парать, кӑмӑл-туйӑма ҫӗклет. Апла пулсан пурте пӗрле пуҫтарӑнса ҫак уява мӗнле кӗтсе илесси ҫинчен шутламалла. Ҫак тӗллевпе ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 10 сехетре Красноармейски район библиотекин вулав залӗнче Нестер Янкас ячӗллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхӗн конференцийӗ — аслӑ органӗн черетлӗ ларӑвӗ пулать.
«Тӑван чӑваш сӑмахӗсем мерчен те ылтӑн пӗрчисем» ятпа чӑваш чӗлхи кунне халалласа районти ача-пӑча библиотекинче литературӑпа музыка каҫӗ иртрӗ. Унта Элӗкри вӑтам шкулта 5 «б» класра вӗренекен ачасем тата чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен М.Леонтьева хутшӑнчӗҫ. Уяв каҫӗнче Митта Ваҫлейӗ, Анатолий Смолин, Петӗр Хусанкай, Любовь Мартьяновӑн сӑввисем янӑрарӗҫ. Уява хатӗрленсе библиотекӑра «Упра тӑван чӗлхене» ятпа кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Ачасем И.Я.Яковлев пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен паллашрӗҫ, унӑн пултарулӑхне тишкерчӗҫ. Ун хыҫҫӑн ачасем «Калаҫасса калаҫӑп эпӗ Нептун ҫинче те чӑвашла» ятпа викторинӑна питӗ хастар хутшӑнчӗҫ. Уйрӑмах Дима Яковлев, Артем Андреев, Таня Васильева, Павел Иванов, Эдик Кириллов, Сергей Яковлев пуринчен те тавҫӑруллӑрах пулчӗҫ. Вӗсем пӗчӗк парнесем илме тивӗҫрӗҫ.
Пӗлтер мана тӑван ҫӗршывӑм:
Хӑҫан кӑтартӑн халӑхна
Ху чӗлхӳне хӑват кӗртмешкӗн
Тӗнчене килнӗ ывӑлна?
Кӑвар чӗре! Кӑвар чӗлхеллӗ
Чӑваш ачи сассуна пар!
Тухсам кунта. Сана кӗтеҫҫӗ.
Килсем! Килсем! Эс пур, - ҫук мар.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗнче ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Янӑра, чӑваш чӗлхи!» ятпа чӑваш чӗлхи кунне тата И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 161 ҫул ҫитнине халалласа конкурс иртрӗ. Унта Шупашкар хулинчи Калинин районне кӗрекен 35-мӗш шкултан Хмелев Сергей, 53-мӗшӗнчен Сергеев Максим тата 46-мӗш гимназирен Исаев Александр хутшӑнчӗҫ. Вӗсен пӗлӗвне сумлӑ жюри хакларӗ: Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ доценчӗ Валентин Абрамов, ҫыравҫӑ тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ доценчӗ Елена Чекушкина, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Виталий Сергеев.
Виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Трак-Красноармейски тӑрӑхӗнче тӑван чӗлхепе литература вӗрентекенсен творчествӑлла ушкӑнӗ йӗркеленипе (ертӳҫи – Михайлова З.П.) чӑваш чӗлхипе грамматикине лайӑх пӗлекен ачасем хушшинче «Ҫамрӑк ӑсчах» вӑйӑ-конкурс иртет. Проект авторӗ – Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче чӑваш сӑмахлӑхне вӑрентекен Михайлов Виталий Михайлович.
Кӑҫал та вӑйӑ-конкурс виҫӗ турпа иртрӗ. Пӗрремӗш тур районти шкулсенче 10-мӗш класс вӗренекенӗсем хушшинче иртрӗ. Унта кашни шкулта чӑваш чӗлхине чи лайӑх пӗлекене палӑртрӗҫ. Шкулта ҫӗнтернисем (вӗсем пурӗ вуннӑн) иккӗмӗш турта хӑйсен пӗлӳ шайне кӑтартрӗҫ.. Вӗсем чӗлхе наукин лексика, фразеологи, лексикографи, фонетика, морфологи, сӑмах пулӑвӗ, синтаксис, пунктуаци пайӗсене тишкерчӗҫ. Вунӑ ачаран пиллӗкӗшӗ чи матуррисем пулчӗҫ. Вӗсем вара финалта, 3-мӗш турта, тупӑшрӗҫ. Ачасем аналитикӑлла тата тӗпчев ӗҫне ҫывӑх ӑнлавсене тишкерчӗҫ. «Ҫамрӑк ӑсчах – 2009» вӑйӑ-конкурс ҫӗнтерӳҫин ятне Пикшик шкулӗнче 10-мӗш класра вӗренекен Анисимова Ольга ҫӗнсе илчӗ (учителӗ – Тихонова Л.
Чӑваш чӗлхи вӑл — манӑн чун та ӗмӗт,
Хӗвел те уйӑхӑм — тӑван чӗлхе.
Пуҫна чӗлхе вилессипе ан ҫӗмӗр,
Вӑл халӗ кирлӗ халӑха!
Ухсай Яккӑвӗ
Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта чӑваш халӑхӗн Аслӑ Вӗрентекенӗ И.Я.Яковлев ҫуралнӑранпа 161 ҫул ҫитнине тата ҫулленех ун ячӗпе иртекен чӑваш чӗлхи эрнине пысӑк хастарлӑхпа уявларӗҫ. Ҫавна май ака уйӑхӗн 18-25-мӗш кунӗсенче шкулта кӑсӑклӑ мероприятисем сахал мар пулчӗҫ. Кашни класрах вӗрентекенсем «И.Я.Яковлев - аслӑ вӗрентекен» темӑпа калаҫу ирттерчӗҫ. Чӑвашсен паллӑ ҫыннисем хушшинче И.Яковлев ячӗ чи паллисенчен пӗри. Тӑван халӑха валли ҫырулӑх хывса хӑварнисӗр пуҫне вӑл уҫнӑ Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ вӗрнтӳ, литературӑпа культура, искусство ҫыннисене хатӗрленипе те сӑваплӑ. Сӑмах май, пирӗн ялти Яков Макарович Макаров 1883-1887-мӗш ҫулсенче Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ. Кайран Теччӗ ҫывӑхӗнчи пӗр ялта ачасене вӗрентсе пурӑннӑ. Анастасия Ивановна Игнатьева та Яковлев шкулӗнче ӑс пухнӑ. Ӗмӗрне ачасене вӗрентсе ирттернӗ .
И.Я.Яковлев пулас ӑрӑва тӑван чӗлхене упрама пиллесе каланӑ: «Халӑхӑн ӑс-тӑнӗпе унӑн пӗтӗм тӗнче курӑмне тӑван чӗлхе чун парать.
Ыран, кӑнтӑрла, 13 сехетре «Чӑваш Ен» наци радиовӗ ӗҫлеме пуҫлӗ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ скверта, наци вулавӑшӗ умӗнче, ятарлӑ митинг иртӗ — пухӑннӑ халӑх ҫӗнӗ радиостанцине итлеме пултарӗ.
Эфира радиостанци Йӗпреҫри (УКХ 72,41 МГц) тата Ҫӗрпӳри (FM 105,0 МГц) передатчиксем урлӑ тухӗ. Пралук тӑрӑх ӑна Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере тата Канашра виҫҫӗмӗш кнопка урла итлеме пулӗ.
Википедин чӑваш уйрӑмӗнчи статья шучӗ 10 пинрен иртрӗ. Ӗнер, акан 6-мӗшӗнче 10 пинӗмӗш статья ҫырӑннӑ — вӑл Хайдеггер Мартин ятлӑ нимӗҫ философӗ ҫинчен пулчӗ.
Википеди — пӗтӗм тӗнче шайӗнчи ирӗклӗ энциклопеди. Ӑна пурте тултарма, тӳрлетме пултараҫҫӗ. Чӑваш уйрӑмӗ 2005 ҫулхи ака уйӑхӗнче аталанма пуҫланӑ. Ҫак пӗтӗм тӗнче шайӗнчи проектра пурӗ 260 ытла чӗлхе уйрӑмӗ пур, вӗсенчен 13 уйрӑмӗ тӗрӗк чӗлхисен шутне (чи пысӑк уйрӑм — турккӑсен, унта 125 пин ытла статья тупма пулать) кӗрет. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен уйрӑмӗсем те пур: тутар (3,7 пин), удмурт (400 патнелле), пушкӑрт (430), ҫармӑс, мӑкшӑ (300 ытла), ирҫе (700 патнелле) уйрӑмӗсем.
Эсир те пирӗн чӑваш уйрӑмне ҫӗнӗ статьясемпе тултарма, пуррисене анлӑлатма пултаратӑр! Ыттисем тӑвасса ан кӗтӗр, хӑвӑр ӗҫлесе пӑхӑр. Чӑваш калашле, куҫ хӑрать те ал тӑвать!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.